Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XV пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



...Ҫур ҫул ытла Ишут ҫӳрерӗ,
Вӑл кӗлмӗҫленчӗ ӑшӗнче,
Хӑй ҫамрӑкшӑн нумай тӳлерӗ,
Ҫапах пӗлмерӗ, хӑшӗнче,
Камра пурнать кӗтмен инкекӗ,
Ӑҫта тӑрать вӑл витлесе.
Карни нумай: шӑна пек лекӗн,
Ҫук, хӑтӑлаймӑн силлесе.
Те тӗтреленчӗ-ха тулман ӑс,
Чун халӗ пулчӗ-ши мӑран? —
Виҫме пӗлмерӗ: курчӗ намӑс.
Тен, ҫиелтен ҫеҫ пӑхнӑран?

Тӑман хӗр ашшӗ йышӑнмасӑр,
Чарман хӗрне вӑл калаҫма.
Ишут тухман чун ӑшӑнмасӑр
Хӗр патӗнчен, анчах каҫма
Хӑйман йӑла сӑмахӗ урлӑ:
Хӗлле шутланӑ ҫураҫма.
Мӗне кӗтес, ҫитет ун пурлӑх,
Ыйтсассӑн хулӑм, хаклашма.
Ишут тимне-мӗн сӳрӗлтернӗ,
Калана ашшӗ: «Ҫук васкав».
Ҫемҫен сӑмахпалах пӗлтернӗ:
«Ман хӗрӗн урӑх ӑраскал».

Иртни асра тахҫан хуралнӑ,
Пергаментра та тӗрленмен.
Мӗнле йӑхран, ӑҫта ҫуралнӑ —
Нихҫан, ниҫта та йӗрленмен.
Камран ыйтас, кам уҫҫӑн калӗ,
Кам пӗлӗ йӑхӑн кӗл-тӑмне,
Мӗнле асра тупса пахалӗ
Ял-йышӗ унӑн тытӑмне?
Ишут шутлать: «Мӗнле йӑла
Хуплать мана, мӗнрен кая эп,
Мӗнле сӑлтав, ӑҫта ман айӑп,
Эп мӗншӗн юлнӑ аяла?»

Ишут кӳреннӗ — чун ҫунать.
Ӗмӗрлӗхе палӑрса юлӗ
Ҫак ирсӗр вӑхӑт. Ҫак куна
Асран тасатмӗ тӑр куҫҫулӗ.
Кӳрентерни паянчченех
Тӑрать ыраттарса хаяррӑн.
Никам та ҫук пек — пӗчченех
Халь туйӑнать ӑна. Уяррӑн
Ҫуралнӑ ӗмӗт ҫитнӗччӗ,
Ҫунатлӑ шанчӑк витнӗччӗ,
Анчах та хуҫрӗ кӑмӑла
Киревсӗр, юрӑхсӑр йӑла.

Чун туллашсан тӗксӗмленет
Курни-илтни — пурте усал.
Ах, мӗншӗн чун пит ӗсленет
Ӑспа чӗр ӗмӗт тӗл пулсан?
Чӗр ӗмӗт, эсӗ хускататӑн
Асра суран пек юлнине,
Чуна, юна эс васкататӑн
Тӑкма вӑраххӑн тулнине...
Вӗрерӗ, пиҫрӗ шухӑшри,
Ҫул хучӗ ӗмӗт пурнӑҫ тӑрӑх,
Вӑй-хал пуҫтарӑнчӗ: ӑшри —
Типмен ҫӑл пек... Ҫапах ҫын тӑлӑх.

Ӑна туртать илемлӗ ӗмӗт,
Курман ҫӗре вӑл йыхӑрать,
Анчах умри — хуралнӑ пӗлӗт:
Ҫул а тухма чӗре хӑрать.
Ҫапах юна тим ҫитӗнтерчӗ,
Шӑварчӗ хыпӑннӑ аса.
Тен, ҫутталла вӑл чӗвентерчӗ
Иртнисене йӑпт хупласа?
Ишут, — чӗри хускалнӑ майӑн, —
Таҫта халь утрӗ аптраса:
Арманӑн мӗлкине пуҫ тайӑн,
Пуҫу ытла та анрасан.

Пулассине малтан пӗлсе
Кам калӗ-ши: «Суя» е «Тӗрӗс».
Кӗтмен ҫӗртен вӑл кӗрӗс-мерӗс
Анать-мӗн лаштӑр ишӗлсе.
Паян, ак, ҫавӑн пек Ишутӑн
Кисренчӗ ӗмӗт пурнӑҫра.
Авалтанах калаҫҫӗ: «Утӑн —
Инкек те пырӗ сан хыҫран».
Пуҫран тухмасть пӗр шухӑш-савӑл:
Халь типтерлеймӗн ӑсрине.
Тен, ҫавӑнпа пӗччен ларса вӑл
Паян пӑлхатрӗ асрине.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-05-04 19:49:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2450 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем